Кашни çулах ака уйăхĕн 25 -мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак уяв Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунĕпе тÿр килет.
Паян ачасемпе вěрентекенсем шкулти акт залне «Савар, мухтар чěлхемěре!» уяв концертне пуçтарăнчěç. Ачасем концерта тĕплĕн хатĕрленнĕ, чăваш тумĕсемпе капăрланнă. Уявра юрă-сăвă чăвашла уççăн янăрарĕ. Çамрăк артистсем Чăваш çĕрне, тăван чĕлхене, атте-аннене савса юрларĕç, савăнса ташларĕç.Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Бичурга-Баишевская средняя общеобразовательная школа" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих