Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӑчӑрлӑ Пашьел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хаваспах "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024" вӗренӳ акцие хутшӑнчӗҫ.
Диктанта Чӑваш чӗлхи кунне, Раҫҫей Федерацийӗн Ҫемье ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин Экологи культурипе ҫут ҫанталӑка перекетлес ҫулталӑкне халалланӑ.
Пурте диктанта питӗ тӑрӑшса, пысӑк яваплӑха туйса ҫырчӗҫ.