«Мерчен» ушкăн   - республика шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн çĕнтерÿçи!

«Мерчен» ушкăн   - республика шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн çĕнтерÿçи!

«Мерчен» ушкăн   - республика шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн çĕнтерÿçи!

Тăван чĕлхепе культурăна малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль ирттерчĕ.  Фестивале Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ йĕркелесе пычĕ. Фестиваль икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ.

 Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 1-4-мĕш класĕсенче вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă ачасене ирĕк пачĕç. Жюри пурĕ 92 видеролик пăхса тухрĕ, вĕсен шутĕнче Тутар Республикинче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем те пулчĕç.

«Янра, чăваш юрри»  номинацире пирĕн шкулти «Мерчен» ушкăн  çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ (ертӳçисем Н.В. Ермолаева тата Н.В. Уркина).

Саламлатпăр!