Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Чӑваш чӗлхи- пирӗн халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ. Халӑх ӑна темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ, якатнӑ. Вӑл янӑравлӑ та, асамлӑ та. Тӑван чӗлхе кунне халалласа пирӗн шкулта калаҫусем иртрӗҫ, ачасем тĕрлĕ вăйăсем вылярĕҫ, тăван чĕлхепе сăвă- юрă шăрантарчĕҫ. Тĕрлĕ станцисем тăрăх ҫул ҫÿресе ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсен тупсăмне шырарĕҫ, тăван чĕлхе пуянлăхне, сĕткенлĕхне аван туйрĕҫ. Ҫӗр ҫинче тӑван чӗлхе яланах янратӑр. Чӑваш чӗлхине пӗтме парас марччӗ!
Пӗтӗм тӗнчери таван чӗлхе кунне халалласа 5-мӗш класра "Чи маттуррисем" вӑйӑ иртрӗ. Ҫак вӑйӑра икӗ ушкӑн тупӑшрӗҫ:"Чӑваш ачисем" тата "Ҫӑлтӑрсем". "Ҫӑлтӑрсем" ятлӑ ушкӑн 250 балл пуҫтарса мала тухрӗ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Бичурга-Баишевская средняя общеобразовательная школа" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих