Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă уяв концерчĕ

Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине   халалланă уяв концерчĕ

Паян шкулта Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине   халалланă уяв концерчĕ иртрĕ.  Сцена çинчен чăваш юрри-сăвви ирĕккĕн, уççăн янăрарĕ, чăваш ташши кăмăла çĕклерĕ, чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ. Куракансем  çамрăк артистсен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.