Чăвашсене çутта кăлараканĕ тата педагог Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 7-мĕш фестивале пирӗн шкул ачисем те хутшӑнчӗҫ.
Ку уяв Чӑваш Республикинчи Муркаш муниципаллă округĕнче А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкулта пулса иртрӗ. 2-3-мӗш класра вӗренекенсен "Мерчен" фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫисем Ермолаева Н.В., Уркина Н.В.) 1 - мӗш вырӑн, 4- мӗш класра вӗренекенсен "Пилеш" фольклор ушкӑнӗ ( ертӳҫи Угарина Е.В.) 3- мӗш вырӑн йышӑннӑ. Саламлатпӑр!