«Кĕрен парăс» - «МедиаВзлет» хумĕ çинче

«Кĕрен парăс» - «МедиаВзлет» хумĕ çинче

Ача-пăчапа çамрăксен медиапроекчĕсен регионсем хушшинчи «МедиаВзлет» фестивалĕн йĕркипе килĕшỹллĕн, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ «Чи лайăх пичет изданийĕ» номинаципе стена хаçачĕсен конкурсне хутшăнчĕ.


Вĕренỹ заведенийĕ вырăсла кăларса тăракан «Кĕрен парăс» стена хаçачĕн 2022-2023 вĕренỹ çулĕн виçĕ кăларăмне конкурса тăратрĕ. Хаçатăн электрон версине Интернетра тата социаллă сетьсене вырнаçтартăмăр.

«Кĕрен парăса» акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Людмила Ивановна Матвеева ертсе пынипе «Çамрăк журналист» кружок членĕсем - 10 класс вĕренекенĕсем - уйăхра пĕр хутчен кăларса тăраççĕ. Тăватă А-4 форматлă хутпа тухса тăракан стена хаçатĕнче шкул хыпарĕсем, паллă пулăмсем, педагогсен вĕренỹре тата пурнăçра кирлĕ усăллă канашĕсем, сиенлĕ йăласене хирĕç кĕрешмелли мелсемпе меслетсем çинчен пĕлтерекен заметкăсемпе корреспонденцисем, статьясем, вĕренекенсемпе учительсем тунă фотоэтюдсем вырăн тупаççĕ. Хут çине кăларакан пичет изданийĕпе шкулта - ачасем, электрон варианчĕпе шкул сайтĕнчи хаçат баннерĕ урлă ашшĕ-амăшĕ тата выпускниксем паллашаççĕ. Тĕрлĕ тĕспе кун çути куракан «Кĕрен парăсăн» тĕп редакторĕ Л.И.Матвеева Мария Уськина тата Мария Прохорова редакторсен тата çамрăк корреспондентсен ĕçĕпе кăмăллă. Хаçат страницисенче ытти класс ачисен материалĕсем пичетленни те - хăй пĕр çитĕнỹ.

Эпир, вĕрентекенсем, шансах тăратпăр: Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн «Кĕрен парăсне» эксперт жюри пысăка хурса хак парĕ.

Н.Угарина,
Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.