Чăваш çĕр-шывне пĕлетĕн-и?

Чăваш çĕр-шывне пĕлетĕн-и?

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Угарина Н.Н. 11-мĕш класс ачисемпе  ушкăнсем çине пайланса «Чăваш çĕр-шывне пĕлетĕн-и?» ятлă  мероприяти ирттерчĕ.  Чăваш чунлă хастарсем  Тăван çĕр-шыв, Чăваш Республики, чăваш халăхĕ, чĕлхипе культури çинчен мĕн пĕлнине аса илсе çирĕплетрĕç. Ушкăнсене пайлани кашни ачанах ĕçе явăçтарчĕ.  Уява Иван Яковлевăн  «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук» сăмахĕсемпе вĕçлерĕç.