Кашни
çулах ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак уяв Иван
Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунĕпе тÿр килет.
Паян
ачасемпе вěрентекенсем шкулти акт залне «Савар, мухтар чěлхемěре!» уяв
концертне пуçтарăнчěç. Ачасем концерта тĕплĕн хатĕрленнĕ, чылайăшĕ чăваш
тумĕсемпе капăрланнă. Уявра юрă-сăвă
чăвашла уççăн янăрарĕ. Çамрăк артистсем Чăваш çĕрне, тăван чĕлхене, атте-аннене
савса юрларĕç, савăнса ташларĕç.
Çамрăкранах тăван чĕлхене вĕренекен, халăх
культурине сума сăвакан ача нихăçан та усалпа çыхланас çук, ашшĕ-амăшне те,
тăван халăх чысне те хисепрен кăларас çук. Чăваш çĕрĕ ÿлĕм те çĕр пин юрă, çĕр
пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ çĕр шывĕ пулса
юласси хамăртан килет.