Кăçал «Сувар» хаçат тӗрлӗ конкурссем йышлă ирттерчӗ. Вӗсенчен пӗри – Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă ача-пăча онлайн-конкурсӗ. Унта хутшăнакансен чăвашла сăвă каласа е юрă юрласа видео ӳкермеллеччӗ те редакцие ярса памаллаччӗ. Конкурса хутшăнакансем йышлăн пулчӗç – 3 çултан пуçласа 18 çула çитичченех. Пӗринчен-пӗри пултаруллă чăваш ачисем, çакна конкурс комиссийӗ кăна мар, хаçатăн социаллă сетьсенчи тусӗсем те курса хаклама пултарчӗç.
1-4 класс вӗренекенсем хушшинче пирӗн шкулӑн 3-мӗш класс вӗренекенӗ Гаврилова Ц. ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. (Ертсе пыраканӗ Угарина Е.) Редакци ӑна диплом тата чăвашла кӗнекепе тин кăна пичетленсе тухнă «Шурăмпуç» журнал парнелесе хавхалантарчӗ. Çӗнтерӳçӗне тата ӑна хатӗрленме пулăшакана тав тăватпăр. Саламлатпăр!