Тăван халăха çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев пирĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ пур тенĕ. Тĕрĕ пирĕн халăх пурнăçĕнче яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Авалхи несĕлсен тĕррисене кĕнеке вуланă пек шĕкĕлчеме пулать теççĕ. Пир çинчи эрешсем илем çеç мар, халăхăн хăйне евĕр летопиçĕ тесе шутлаççĕ. Çавăнпах пуль Чăваш Ен Пуçлăхĕ О. Николаев тĕрĕ ăсталăхне малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш тĕррин кунне ноябрĕн 26 – мĕшĕнче уявлас пирки хушу кăларнă.
Чǎваш тĕрри ытти халǎх тĕррисенчен кǎткăс, илемлĕ, тăпǎл-тăпǎл тата хǎйне евĕрлĕ пулнипе уйрǎлса тăрать. Çиппе тĕрленĕ тĕрĕсем тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе, вĕтĕ шăрçасемпе, авалхи вăхăтра вара ылтăн, кĕмĕл, туй (бронза) эрешсемпе, хаклă йышши чулсемпе килĕшсе тăнă.
Чăваш тĕррин кунне халалланă уявпа паллаштарас, асамлă тĕрĕ ăсталăхне упраса хăварас, тавра- курăма ÿстерес тĕллевпе кĕҫĕн класс ачисем валли класс сехечĕсем иртрĕҫ. Вĕсен чǎваш тĕррин тĕнчипе, Чăваш Енĕн паллă ал ăстисемпе паллашрĕҫ, сăвăсем вуларĕҫ, Шăмăршă культура керменĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ видеосюжетпа паллашрĕҫ.
Çак хитре тěрěсенче,
Тěрлěрен эрешсенче,
Чăваш çырнă пурнăçне
Тата хăйěн кун- çулне.
Тěрěри вăрттăнлăха
Вěренесчě ăнланма.
Çакă чаплă тупрана
Манас марччě упрама!