Тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепӗр хут аса илтерес, чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслес, чӑвашла пӗлекен кашни ҫынна хӑй тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслеме май туса парас тӗллевпе, Чӑваш чӗлхи кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акци иртрӗ. Пирӗн вӑтам шкул ачисем те, вӗрентекенсем те питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Юхма Мишши ҫырнӑ чӑвашӑн "Ылтӑн кӗнеки" çинчен хатĕрленĕ текста çыртӑмӑр. Ҫамрӑк ӑру Иван Яковлев ятне ялан асра тытасса шанатпӑр!
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Бичурга-Баишевская средняя общеобразовательная школа" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих