«Яланах янра, чӑваш чӗлхи!» ятпа уяв концерчӗ иртрӗ.

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

Ухсай Яккӑвӗ

Аслӑ вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кун– ака уйӑхӗн25-мӗшӗ – пирӗншӗн чӑн-чӑн уяв. Ҫакна халалласа пирӗн шкулта «Яланах янра,чӑваш чӗлхи!» ятпа уяв концерчӗ иртрӗ.

Сцена ҫине чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ вӗренекенсем тухрӗҫ. Мӗн чухлӗ юрӑ-сӑвӑ шӑранмарӗ-ши?! Чӑннипех те илемлӗ чӑваш юрри-кӗвви! Ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ пирӗн вӗренекенсем.Хӗр ачасем ташланӑ чӑваш ташши те куракансене тыткӑнларӗ.Ҫӗр пин юрӑ,ҫӗр пин ташӑ,ҫӗр пин кӗвӗ ҫӗр-шывӗнче пулса курчӗҫ вӗрентекенсемпе вӗренекенсем ҫак кун.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем концерта вӗҫленӗ май пурне те чӗнсе каларӗҫ: «Юнпа ҫеҫ мар, чунпа та чӑваш пулар, аттепе анне чӗлхине хисеплер! Ҫак ҫепӗҫ те илемлӗ чӗлхе кашни кун янратӑр!»