И.Я.Яковлев –чăвашсене ҫутта кӑлараканӗ

Чăвашсен пур чаплă çын,

Пурте ун ятне пěлеççě,

Ваттисем калаçнă чух

Ырăпа çеç ас илеççě.

А. Кăлкан.

«И.Я.Яковлев –чăвашсене ҫутта кӑлараканӗ» темӑпа кашни класрах класс ертÿçисем класс сехечĕсем ирттерчĕç. Вӗренекенсене Яковлевӑн ӗҫӗсем ҫинчен тӗплӗнрех каласа пама тӑрӑшрӗҫ. Чӑнах та, И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, уншăн нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем ҫаксем: ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, пĕрремĕш чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни тата чӑваш учителӗсем хатӗрлени. «Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те ак манӑн мӗн пур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ», - тесе ҫырнă И.Яковлев «Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче».

Класс ертӳҫисем тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ тата унăн малашлăхĕ çинчен калаçрĕҫ. Аслӑ класра вӗренекенсем те хӑйсен шухӑшӗсене каларӗҫ.