Чĕлхе вăл - халăх чунĕ. Хăйне хисеплекен кирек хăш халăх та тăван чĕлхине хисеплет. Вĕренекен чăвашла вулатăр, пĕр-пĕринпе хутшăнакан чăвашла калаçтăр.
Чăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, сумне, ачасен интересне ӳстерес тĕллевпе викторина иртрĕ. Викторинӑра 5-мӗш класри арҫын ачасен тата хӗр ачасен ушкӑнӗсем тупӑшса станцисенче тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Унти ыйтусем ачасем чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме май пачӗҫ. Викторинӑна пӗтӗмлетсе «Тӑван чӗлхене чи лайăх пĕлекен» ята хӗрачасен ушкăнӗ йышӑнчӗ. Маттурсем!