Иван Яковлевич Яковлев

Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни хĕрсех пырать. Акă 6- мĕш класри вӗренекенсемпе «И.Я.Яковлев калавӗсене пӗлетӗр-и?» викторина-урок ирттертĕмĕр. Ку вăйăн тĕллевĕсем — ачасене И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе, унӑн калавӗсемпе паллаштарасси, вăл чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. Ҫак викторина-урокра ачасем калавсен тӗп шухӑшне ӑнланма тӑрӑшрӗҫ, ваттисен сӑмахӗсемпе ӗҫлерӗҫ. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсепе ребуссем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç.