Чăваш чĕлхипе литература эрни дистанци мелĕпе иртрĕ

Кăçалхи çул чăваш чĕлхипе литература эрни дистанци мелĕпе пулсан та тулли те кăсăклă иртрĕ.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкул ачисем «Йăлтах пĕр сас паллинчен» конкурсра ăмăртрĕç. Вĕренекенсен пĕр-пĕр сас паллипе çыхăнуллă текст йĕркелемеллеччĕ. Ку тĕлĕшĕнчен, чăнах та улттăмĕш классене çитекенĕ пулмарĕ. «Чи лайăх текст» номинацире Старшинин Даниил çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнпа виççĕмĕш вырăнсене Ванюшин Артемпа Симурзина Даша пайларĕç.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче илемлĕ ÿкерчĕксен конкурсĕ «Чăваш енĕм 100 çулта» конкурс иртрĕ. Чăваш ен, тăван ял илемне ÿкерессипе çыхăннă ĕç. Ĕçсенче чылай вĕренекен хутшăнма пултарчĕç, анчах та 5-мĕш класра вĕренекен Исаев Максимпа Маркова Дашăн ÿкерчĕкĕсене жюри членĕ пысăк бал парса хакларĕ.

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче ачасем сочиненисен ăмăртăвĕнче тупăшма пултарчĕç. «Манман –ха вăрçă суранне» сочинени ĕçĕ мăн асатте, кукаçейсем çинчен ытларах пĕлме пулăшрĕ. Сочинени ĕçĕнче чи пултарулли -Исаев Максим пулчĕ. Вăл хăйĕн ĕçне район шайĕнче тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕ» тата республикăри «Тантăш» хаçатра пичетлеме шантарчĕ.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхи пĕлтерĕшне,сум-хисепне ÿстересси. Çавна май ку ĕçре вĕренекенсем хăйсене тĕрĕслеме пултарчĕç. Чи пултаруллисем çаксем пулчĕç: Копылова Дария (8 кл), Ильдякова Ксения (9 кл), Исаев Максим(5 кл) тата Мандрюкова Диана (9 кл).

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «И.Я.Яковлев кун-çулне пĕлетĕр-и?» ыйтăм иртрĕ. Вĕренекенсенчен кашниех хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслеме пултарчĕç, пĕтĕмлетÿ турĕç.