Аннесен кунĕ — хумхантаракан та çепĕç уяв

Аннесен кунĕ — хумхантаракан та çепĕç уяв. Вăл ытти çемье уявĕсем хушшинче уйрăмах хисеплĕ вырăнта тăрать. Раççейре 20 çул ĕнтĕ ăна чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунĕнче уявлаççĕ. Ырă йăла тăрăх, уяв кунĕ умĕн ачасем сăвăсем калама, ташă ташлама, юрă юрлама вĕренеççĕ,хаçатсем кăлараççĕ тата парнесем хатĕрлеççĕ.

Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пăчăрлă- Пашьел шкулĕнчи  шкул çулне çитмен кĕске вăхăтлă режимпа ĕçлекен ачасен ушкăнĕнче «Анне – пирĕн телей!» уяв иртрӗ. Ачасем хӑйсен амӑшӗсене чӗререн тухакан чи ӑшӑ сӑмахсене парнелерӗç, юрӑсемпе такмаксем каласа  савӑнтарчӗç. Уявра амӑшӗсемпе пепкисем тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӗç:  «Аннӳне уйӑрса ил», «Ӑçта-ши ман пепкем?», «Кам маларах мандарин шуратса пепкине ҫитерет» тата ытти те. Уяв вӗçĕнче кашни ачан амăшĕ тĕрлĕ номинацие тивĕçлĕ пулчĕ.

Ачасем пылак çимĕçпе сӑйланчĕç, хăйсем ăсталанă парнесене парнелерĕç. Уяв пурин кăмăлне те тивĕҫтерчĕ.