Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче 7-8 класра вĕренекен ачасем хушшинче «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн районти конкурсĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва чăвашсен паллă тĕпчевçи Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă. Конкурса районти шкулсенчен çичĕ ача хутшăнчĕ. Конкурса хутшăнмалли темăсем тăваттă: «Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?», «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе», «Çемье вăл ырлăх та телей те», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук». Конкурсант çак темăсенчен пĕрне шăпа ярса кăларса, сăмах вĕççĕн хăйĕн шухăшне каласа пачĕ. Ачасем конкурса тăрăшса та чунтан хатĕрленни палăрчĕ.
7-мĕш классем хушшинче виççĕмĕш вырăна Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен А.Кадеева (вĕрентекенĕ Мандрюкова В.П.) йышăнчĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Бичурга-Баишевская средняя общеобразовательная школа" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих