Ачасенче - пуласлăх

Ачасенче - пуласлăх

16 декабря 2015 г.

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ ял тăрăхĕнчи ачасем базăллă вăтам шкулта ăс пухаççĕ. Кунта тарăн пĕлỹ илме пур условисем те çителĕклĕ – кадрсем тĕлĕшĕнчен те, вĕрентỹ оборудованийĕпе тивĕçтерес енчен те. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул 2008-мĕш çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пĕр миллион тенкĕ грантне выляса илни те пысăк витĕм кỹчĕ – шкул сăн-сăпатне самаях çĕнетме, çĕнĕ йышши вĕрентỹ хатĕрĕсемпе пуянланма май пачĕ. Педагогсен кол- лективĕ шкул ачисене тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшнипе пĕрлех шкул çулне çитмен ачасен воспитани шайĕпе те интересленсех тăрать. Çак тĕллевпе Асанкассинчи пуçламăш шкул-ача садĕнче вĕренме хатĕрлекен ятарлă класс уçнă. Пурĕ 19 ача çỹрет унта – Пăчăрлă Пашьелĕнчен - 10, Асанкассинчен - 9. Ачасене Пăчăрлă Пашьелĕнчен кỹршĕ ялти садика шкул автобусĕпе илсе çỹреççĕ. Пуян опытлă Г.Ванюшина педагог вĕсене шкула 1-мĕш класа кайма пур енлĕн аталантарать. Çакă Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта кĕçĕн класра ĕçлекен учительсене те тивĕçтерет, шăпăрлансем те питĕ кăмăллă – çак ушкăна хаваспах çỹреççĕ. Эпир пынă вăхăтра шкулта хĕрỹ тапхăр пыратчĕ – вăтам тата аслă класра вĕренекенсем район шайĕнчи предмет олимпиадисене хатĕрленетчĕç. Çăмăл мар унта çĕнтерме – ыйтусем çулсерен кăткăслансах пыраççĕ. Çапах та район чысне республикăри олимпиадăсенче хỹтĕлеме çак шкулта вĕренекенсем те тивĕçеççĕ. Сăмахран, астрономи, физика предмечĕсемпе тăтăшах В.Сарандаева вĕрентекен ачасем районта палăраççĕ. Çавăн пекех математика, вырăс чĕлхи олимпиадисенче те Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче вĕренекенсем час-часах лайăх вырăнсем йышăнаççĕ (учителĕсем Г.Петрова, С.Еливанова). Кĕçĕн классенчи ачасем те районти олимпиадăсенче çитĕнỹсем тăваççĕ (вĕрентекенĕсем Е.Угарина, Н.Уркина). Чи пысăк тимлĕх вара – воспитани ĕçĕ. Ку енĕпе педагогсем ырми-канми вăй хураççĕ. Çак тĕллевпе шкулта юлашки çулсенче чылай улшăнусем пулса иртнĕ. Сăмахран, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалласа коридорта çĕнĕ стендсем вырнаçтарнă – вăрçа хутшăннă кашни салтакăн кун-çулĕпе паллашма пулать. Ватă çынсене пулăшма «Солнышко» тимур отрячĕ йĕркелесе янă – вĕсене пĕччен пурăнакан пенсионерсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çавăн пекех шкул ачисем республикăра иртекен пур акцие те хастар хутшăнаççĕ, районти мероприятисенчен те юлмаççĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулăн хăйне евĕр пуян истори, тахçантанпах пыракан ырă йăла-йĕркесем. Кун çинчен уйрăмах шкул музейĕнче тарăннăн пĕлме пулать. ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ А.Гармонщиков пуçарса янă музей ĕçне, чылай çул хушши хăех ертсе пынă. Вăл халĕ ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ. Кунта пулса курнă хыççăн кашниех хăй çак çĕр çинче пурăннăшăн мăнаçланма, тивĕçлипех мухтанма тытăнать ахăр. Çав тери пуян та кирлĕ музей. Е.Улюкина учитель кашни экспонат çинчен талăкĕ-пех каласа пама хатĕр - чăн-чăн патриот туйăмĕ хавхалантарса тăрать ăна. Малашне те çак пархатарлă ĕçе тăсакансем пулсах тăччăр!

Г.ИВАНОВА.

Первоисточник