Сцена çинче - шкулсен хорĕсем

Сцена çинче - шкулсен хорĕсем

Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă. Конкурс тĕллевĕ - ачасене Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарасси, патриотла воспитани парасси, тăван халăхăн культурипе ырă йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси. Шăмăршăри Культура керменĕнче тĕрлĕ жанрлă хор произведенийĕсем шăраннă. Хорсем конкурса тĕплĕн хатĕрленнине палăртнă жюри. Муниципаллă тапхăрта 7-13 çулсенчи ачасенчен йĕркеленĕ Шăмăршă шкулĕн хорĕ пĕрремĕш, Пăчăрлă Пашьелпе Кивĕ Чукал шкулĕсен пĕрлештернĕ хорĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Палтиелсен хорĕ вара - виççĕмĕш. Шел пулин те, кашни шкултах хор йĕркелеймеççĕ халлĕхе. Музыка учителĕсем çитменни чăрмав кỹрсе тăрать. Çĕнтерỹçĕсем вара Шупашкарта иртекен ачасемпе çамрăксен хорĕсен республикăри пĕрремĕш конкурсне хутшăнĕç.

В.КУЗЬМИНА.

Где посмотреть